Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑкӑт-паттӑр (Кӗмӗл Кӗпер)

Ӑслӑ ҫынпа тус пулсан —
Ӑслӑ пулан,
Ухмахпа тус пулсан —
Ухмах пулан,
Вӑрӑпа тус пулсан —
Вӑрӑ пулан,
Паттӑрпа тус пулсан —
Паттӑр пулан...
"Аттилпа Кримкилте" кӑссайран.

Уяв туса, ҫӗре кӗнӗ пӑлхар паттӑрӗсене чысласа пытарнӑ хыҫҫӑн, пӑлхар ҫарӗсем килӗсене таврӑнма тытӑнчӗҫ. Челпир хапӑлхапа пӗрле Пӳлере таврӑнас терӗ.
Челпир хапӑлхи Сахча шывӗ урлӑ каҫса Мелекес тӳпине хӑпарса пыратчӗ ӗнтӗ, мала кӑларса янӑ куҫ-хӑлхасем Атӑл енчен пысӑк утлӑ ҫар килнине пӗлтерчӗҫ.
— Сӑкӑт ялавӗпе, — терӗҫ вӗсем. — Питӗ васкаҫҫӗ...
"Эппин, Сӑкӑт-паттӑр, — тӳрех ӑнланчӗ Челпир. — Ҫапӑҫу хирне ҫитсе ӗлкӗреймерӗ..."
Вӑл кайьенри чӑвашсен ҫарне кӗтсе илме, ҫарпуҫне тӳрех хӑй патне чӗнме хушрӗ.
* * * <<
Аслӑ ҫеҫенхирте, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫартан кӑшт аяккинерех, икӗ юланут пыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, улма-чӑпар ут утланни, — аслӑ патша Челпир. Тепри — кайьен чӑвашсен аслӑ пикӗ Сӑкӑт-паттӑр.
Эппикри Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне путса вилнӗ, — ӑнлантарчӗ Сӑкӑт-паттӑр хӑй мӗншӗн Кӗрнек хули патне вӑхӑтра ҫитейменнине. — Питӗ вӑйлӑ тӑвӑл пулчӗ ун чухне. Ахӑртнех, питӗ васканипе, эппикри тӑвӑла та пӑхса тӑман, шыв урлӑ каҫса ман пата ҫитес тенӗ. Кайран, ун виллине тупсассӑн кӑна, васкавлӑн харҫа тухмаллине пӗлтӗм. Юрать-ха ун ҫырӑвӗ упранса юлнӑ. Вӑл лаккайра пулнӑ. Лаккайӗ вара шыв яман. Тепӗр кунтанах ҫула тухрӑмӑр. Анчах, акӑ, кая юлтӑмӑр иккен.
— Ун пирки калаҫмӑпӑр, — терӗ патша. — Ҫапӑҫу ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӑшмана эпир пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр. Ҫапах та, кая юлса та пулин, эсӗ килсе ҫитни, Сӑкӑт-паттӑр, лайӑх.
Сӑкӑт-паттӑр, чӗлпӗрне ярса, патша калаҫнине ним чӗнмесӗр итлесе пычӗ.
— Эпӗ санпа, юлташӑм, акӑ мӗн пирки калаҫасшӑн. Хальхинче монголсене ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр. Анчах чунпа туятӑп: вӗсем кунпа кӑна лӑпланса ларас ҫук. Ҫӑткӑн та чӑрсӑр халӑх вӗсем. Пирӗн пуянлӑх, пирӗн ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ ӑмсантарать вӗсене. Пирӗн килес вӑхӑтра пулма пултаракан хаяр вӑрҫӑсене хатӗрленес пулать.
— Татах та тапӑнса кӗме хӑйӗҫ-ши?
— Калатӑп-ҫке-ха, монголсем кунпа кӑна лӑпланса лармаҫҫӗ. Мӗнле аслӑ та чаплӑ Хорезм патшалӑхне ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ. Алансене, кӑпчаксене, вырӑссене епле тискеррӗн ҫӗнтерчӗҫ. Мальенчи китайсем те, тангутсем те вӗсенчен хӑраса тӑраҫҫӗ. Вӗсен ҫарӗ чӑнах та вӑйлӑ. Пирӗн хаяр та юнлӑ вӑрҫа хатӗрленес пулать.
— Мӗнрен пуҫламалла, аслӑ патша?
— Чи малтан хуласемпе кармансене ҫирӗплетес пулать. Хӳтлев хумесене пурне те пӑхса тухмалла. Пӗрмесене вӑйлӑлатмалла, канавсене тарӑнлатмалла, сарлакалатмалла, шыв тултармалла... Унсӑр пуҫне эпӗ мальенче тата кӑнтӑрьенре ҫирӗплетнӗ тӗлсем тума тытӑнасшӑн. Монголсен пӗтӗм ҫарӗ утпа. Утсемпе килекенсене чармалли пытанчӑксем, упа шӑтӑкӗсем тумалла. Пирӗншӗн чи кирли — тапӑнса килекен тӑшмана вӑхӑтлӑха та пулин тытса чарасси. Пӗтӗм халӑха ҫӗкличчен. Пӗтӗм халӑх ҫӗкленсессӗн пирӗншӗн монголсем хӑрушӑ мар. Хура пӗлӗт пек килсе кӗрсессӗн те.
— Эппин, ҫарсене те вӑйлӑлатмалла, йышлатмалла...
— Ку та тӗрӗс. Хапӑлха шутне те ӳстеретӗп эпӗ. Анчах каркарҫар мӗнле пуласси пӗтӗмнех мӑрсасемпе пиксенчен тата турхансемпе паттӑрсенчен килет. Пӳлере ҫитсессӗнех эпӗ мальенчи тӑрӑхсене тухса каятӑп... Анчах... пӗр шухӑш мана канӑҫ памасть. Сӑкӑт-паттӑр, эсӗ чи шанчӑклӑ тамӑрӑм тата юлташӑм, пӗтӗмпех чунна уҫса калаҫ манпа.
— Нихӑҫан та суйманччӗ эпӗ сана, аслӑ патша.
— Пӗлетӗп. Ҫавӑнпа хам мӗншӗн кулянни пирки чи малтан санпа калаҫас терӗм ӗнтӗ... Сывлӑхӑм япӑхлансах пырать, тӑванӑм...
Сӑкӑт-паттӑр аслӑ патша ҫине ӗненмесӗр пӑхрӗ.
— Ан калаҫ-ха, Челпир, — ятпах каларӗ вӑл ӑна. — Ниҫтан та курӑнмасть сывлӑху япӑхланса пыни.
— Шалта темӗскер кансӗрлет мана, — сасартӑк вӑйсӑрланнӑн каларӗ Челпир. — Вилӗмрен хӑрамастӑп эпӗ. Анчах мӗн пулӗ-ха ҫӗршывӑмпа эпӗ ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн? Мӗн пулӗ-ха тӑван халӑхӑмпа, Сӑкӑт?
Сӑкӑт-паттӑр аслӑ патша ҫине ӑнланманнӑн тинкерсе пӑхса илчӗ.
— Кама парса хӑварӑп эпӗ астула, Сӑкӑт? — йывӑррӑн каларӗ Челпир. — Хӑв пӗлетӗн, инкеклӗ пултӑм эпӗ...
Патша сӑмахӗсене Сӑкӑт ним чӗнмесӗр итлерӗ.
— Шаппур тӑрӑх астула манӑн Мир-Каҫине парса хӑвармалла. Анчах, хӑв пӗлетӗн, ӑна патшалӑх кирлӗ мар, ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗ те хӗр-пике кирлӗ. Вӑрҫӑра пулса та курман вӑл. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна ҫак варҫа та илсе тухмарӑм. Ҫакӑн пек йывӑр та хараплӑ саманара Мир-Каҫи патша пулни вӑл ҫӗршыва хура пусмапа чӗркесе ҫӗр айне пытарниех.
— Кам вара сан ӗҫне малалла тӑсаканӗ пулӗ, Челпир? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Сӑкӑт-паттӑр.
— Ылттӑнпик! — тӳрех хуравларӗ Челпир. Анчах, хӑв пӗлетӗн, вӑл пирӗн килте иккӗмӗш пусӑмри чӗпӗ. Ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ тӑракансем пулаҫҫӗ.
— Хӑв пехиллесе хӑварсассӑн хирӗҫ тӑма хӑяймаҫҫӗ, — ҫирӗппӗн каларӗ Сӑкӑт.
— Апла ан кала, — тӳрлетрӗ ӑна Челпир. — Пӗлетӗп, халӗ хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ. Хам пур чухне. Хам кайсассӑн вара...
— Ылттӑнпике эпӗ те шанатӑп, — терӗ Сӑкӑт-паттӑр. — Чӑн-чӑн элтепер!..
— Эсӗ те апла шутлани савӑнтарать, — кӑмӑллӑ пулчӗ патша. — Эппин, ан ман эпӗ каланине. Астул тытса тӑраканӗ Ылттӑнпик пулмалла. Ытти пирки те калаҫса татӑлтӑмӑр.
— Калаҫса татӑлтӑмӑр, аслӑ патша, — пуҫ тайрӗ Сӑкӑт. — Тупа туса калатӑп: эсӗ каланине ҫитерес тесе эпӗ пурнӑҫа та пама хатӗр пулатӑп.
— Сан сӑмахна шанатӑп эпӗ.
— Ман пек шухӑшлакансем татах та пур. Сӑмахран, акӑ, Саврӑш-паттӑр.
— Пӗлетӗп, — савӑнчӗ Челпир. — Эсӗ капла калани, тусӑм, чунӑма канӑҫ кӳчӗ.
Патшапа Сӑкӑт-паттӑр сывпулашма тытӑнчӗҫ.
— Асту, тепрехинче ҫапӑҫу хирне кая ан юл, — кулса каларӗ Челпир, кайьен паттӑрӗпе уйрӑлнӑ май...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-20 13:06:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3079 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем